Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халӑх ячӗ — XIII ӗмӗрте

Чӑваша чӑваш ятпа вырӑссен летопиҫӗнче пӗрремӗш хут 1508 ҫулта асӑннӑ иккен. Кӑҫал эпӗ арабсен пӗр летопиҫӗнче чӑваш ятне 1221 ҫулпа ҫыхӑнтарса асӑннине тупрӑм. Летопиҫ авторӗ - 1160 ҫулта Месопотамири Джезире-Ибномар хулинче ҫуралнӑ Иззедцин Абульхасан Али Эльджезери; ӑна историксем ытларах Ибн эль-Асир ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Мосул хулин атабекӗ пулнӑ Нуреддин Арсланшах хӗсметӗнче тӑнӑ, ҫав хуларах 1233 ҫулта вилнӗ. Вӑл ҫырса хӑварнисене Раҫҫей историкӗ В.Тизенгаузен куҫарса 1884 ҫулта Питӗрте кӑларнӑ "Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды" кӗнекене кӗртнӗ.
Ибн эль-Асир чӑвашсене асӑннӑ сыпӑкра сӑмах монголсем Араб халифатне тапӑнса кӗни ҫинчен пырать. Вӗсем Ирбиль /хальхи Иранӑн Тухӑҫ Азербайджан облаҫӗнче/ патнех ҫитнӗ ӗнтӗ. Халиф Ирбиль хулин пуҫлӑхне Музаффаредцине хулана хӳтӗлеме хушать. Летопиҫре ҫапла ҫырнӑ: "Музаффареддин Декука хули патне ҫарпа ҫитсен халиф унта Ирак эмирӗ пулнӑ Куштемир мамелюка, темиҫе эмире тата 800 юланутҫа ярать. Ҫакӑнта пухӑнса вӗсем халифӑн ытти ҫарӗ килсе ҫитессе кӗтнӗ. Ҫарӗ пӗчӗккине кура Музаффареддин тутарсене хирӗҫ тухман. Вӑл ҫапла каланӑ имӗш: "Халиф мана тутарсене хирӗҫ тухма хушсан, эпӗ ӑна тӑшман вӑйлӑ, манӑн вара ӑна кӗтсе илмелӗх ҫар ҫук; 10000 юланутҫӑ пуҫтарсан тутарсем йышӑннӑ ҫӗрсене ирӗке кӑларайӑп, терӗм. Вӑл мана хускалма хушса кунта Ҫар ярса пама сӑмах пачӗ. Килсе ҫитрӗм, анчах манӑн кунта 800 чӑваш ҫеҫ. Малалла кайса хама та, мӑсӑльмансене те хӑрушлӑха кӗртсе укересшӗн мар эпӗ". Тутарсем, хӑйсене хирӗҫ ҫар пухӑннине пӗлсен, чакма пуҫланӑ. Вӗсем арабсен ҫарӗ вӗсене хӑвалама пуҫлӗ тесе шутланӑ. Никам та хӑваламаннине курсан чакма пӑрахнӑ. Мӑсӑльмансен ҫарӗ Декука патӗнче юлнӑ, анчах тапӑнакан тӑшман та, пулӑшма килекен те ҫуккине кура каялла /Ирбиле. - П.М./ таврӑннӑ.
Араб алфавитӗнче "ч" сас палли ҫукран Ибн эль-Асир "чӑваш" вырӑнне "таваш" тесе ҫырнӑ. В.Тизенгаузен текста куҫарнӑ чух сӑмаха арабла текстри пекех хӑварнӑ. Вӑл унӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрса илеймен-тӗр.
Ҫак ӗҫ-пуҫ монголсем Пӑлхара тапӑниччен /1223 ҫ/ икӗ ҫул маларах пулнӑ. Епле майпа 800 чӑваш халифат ҫарне лексе арабсен интересӗсене хӳтӗлесе юн тӑкнӑ пирки тӗрлӗ верси пур. Ман шутпа, кунта тыткӑна лекнӗ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен ҫырнӑ. Авал тыткӑна лекнӗ ҫынсене /ҫар ҫыннисене кӑна мар/ чуралӑха сутасси анлӑн сарӑлнӑ. Вырӑссемпе пӑлхарсемех пӗр-пӗрне вӑрҫӑпа тапӑнса мирлӗ халӑха, ҫав шутрах хӗрарӑмсемпе ачасене те, тыткӑна хуса кайни ҫинчен вырӑс летопиҫӗсенче ҫырса хӑвӑрнисем пур. Пӑлхар хулине чурасем туянма кӑнтӑрти ҫӗршывсенчен купсасем килсех тӑнӑ. XIV ӗмӗрте акӑ Египет султанӗн секретарӗ Ибн-Фадланах эль-Омари Ылтӑн Урта ханӗсем черкессен, вырӑссен, яссен ҫӗрӗсенчен чуралӑха сутас тӗллевпе халӑха хуса кайни ҫинчен ҫырнӑ. Тепӗр ҫӗрте вӑлах ҫапла ҫырать: Эль-Кербелаи купса 1338 ҫулта Пӑлхартан таврӑнсан мана хӑй унта ашшӗ-амӑшӗсенчен чурасемпе хӑрхӑмсем туянса килни ҫинчен каласа пачӗ; лешсен хӑйсен патшин нушине саплаштарма укҫа кирлӗ пулнипе ачисене сутса яма тивнӗ пулать.
1302-1303 ҫулсенче Ылтӑн Уртара выҫлӑх алхаснӑ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачисене, упӑшкисем арӑмӗсене чуралӑха сутни ҫинчен Египет ҫынни эль-Макризи тата Сири ҫынни Бедреддин Элайни ҫырса хӑварнӑ. Паллах, чӑвашсем те ҫак шӑпаран пӑрӑнайман.
Шел, Ибн эль-Асир летопиҫӗнче хайхи 800 чӑвашӑн малашнехи шӑпи ҫинчен нимӗн те каламан. Пирӗншӗн халӗ ун хайлавӗнче урӑххи хаклӑрах — чӑваш хамӑр историри пӑлхарлӑх тапхӑрӗнче те тӗнчене хӑй ячӗпех тухнӑ. Ку вара мӗне те пулин пӗлтеретех.

Петӗр МУЛЬТИЕРСЕМ.
Мускав хули.
"Чӑваш Тӗнчи", № 9/79/, 2005, юпа 6.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 13:21:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9454 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем